Çар çыннисен турнирĕ

Декабрĕн 5-мĕшĕнче, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Станъял ялĕ çумĕнчи «Акатуй» уçланкинче («Чемен крепоçĕнче»), РФ регионсенчи çарпа истори клубĕсен хушшинче «Пирĕн ăрусен ĕмĕлки» («Тени наших предков») Vi фестиваль иртрĕ.

Пирĕн тăрăхра 1-мĕш хут иртекен истори фестивальне Раççейри 10 хуларан 12 çарпа истори клубĕ хутшăнчĕ. Малтанах куракансемпе хăнасем авалхи çар çыннисен реконструкциленĕ тумĕсемпе, хĕç-пăшалĕпе, тимĕрçĕ лаççипе, лагерьти шатерсемпе юртăпа паллашрĕç, сувенирсем туянчĕç. Курак Чурачăк ялĕнче пурăнакан, хальхи вăхăтра Ижевскра вăй хуракан Алексей Дудкин фестивале хаски ăратĕнчи ултă çĕпĕр йыттисене кÿлнĕ нартăсемпе хутшăнчĕ. Ачасем ылмашăна-ылмашăна савăнсах ярăнчĕç.

Шупашкаркасси ял старости Роза Бычкова уява 3 лашапа хутшăнчĕ, ачасене те, аслисене те хыçлă çунапа ярăнтарчĕ. Станъял ялĕн хĕрарăмĕсем, Зоя Аввакумова ертсе пынипе 2 хуран çакса пăтă пĕçерчĕç, чей вĕретрĕç, сĕтел хатĕрлерĕç.

Фестиваль программине, турнира йышăнакансен енĕ пулнă май, Шупашкарти «Драконы морей» клуб ертÿçи Евгений Васильев ертсе пычĕ. Фестивалĕн çавра сцени çине сумлă хăнасем тухса сăмах каларĕç: Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, Виталий Станъял таврапĕлÿçĕ т.ыт. «Эпир Скандинави варягĕсене, Пăлхар, Хазар т.ыт. çар çыннисене куратпăр, историпе паллашатпăр. Пуласлăх аваллăхсăр пулмасть!» – терĕ Олег Ерманов фестивале уçнă май. Унтан сцена çине авалхи çар çыннисем пек хĕçпăшалланнă фестивале хутшăнакан çарпа истори клубĕсен хастарĕсем тухрĕç, вĕсем чи пултаруллин ятне илессишĕн вăй виçрĕç.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости