Çил-тăвăл çурт тăррисене сÿнĕ

Иртнĕ шăматкун вăйлă çил-тăвăла пула районти хăш-пĕр ялсем çутăсăр юлни паллă. Районти дежурнăй диспетчер службине çак кун çил Вăрăм ту ялĕнчи çуртăн тăррине илсе пăрахни тата Кăшавăш ял тăрăхĕнче йывăçсене ÿкерни çинчен хыпарсем çитнĕ. Янăш ял тăрăх администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çил-тăвăл Мăн Мамăш ялĕнчи лавкка вырнаçнă çурт тăррине, темиçе теплицăна тата темиçе кил-çурт тăррине сÿсе кайнă.

Страхлакан компанин Кÿкеçри уйрăмне 4 çурт хуçи çурт тăррине сиен кÿнине саплаштарас ыйтупа тухнă, унсăр пуçне страхлакан агентсем кил-çурчĕсене юсас тĕлĕшпе тăкаксене саплаштарас тĕллевлисем пурри çинчен те пĕлтереççĕ. Вĕсем пурте çут çанталăк сăтăрĕнчен шар курнă.

Пурлăха страхлани пĕлтерĕшлĕ пулнине Толик Хураски ялĕнче пурăнакан Лидия Еремеева халĕ уйрăмах лайăх ăнланать. Вăл кашни çулах вăл кил-çуртне çут çанталăк сăтăрĕнчен, тĕрлĕ инкекрен страхлама тăрăшать. Кăçал та çакăн пирки манман. Кил-çурчĕ ял вĕçĕнче вырнаçнăран çил-тăвăла пула сăтăр курас хăрушлăх пысăкрах – çапла шухăшлать вăл. Унсăр пуçне хĕрарăма çуртран аякра мар вырнаçнă çÿллĕ тирек йывăçĕсем те шиклентереççĕ-мĕн. Иртнĕ шăматкун вара вăйлă çил сехрине хăпартнă. Унăн пысăк вăйĕ Лидия Михайловнăн çурчĕ çине тивнĕ – ун тăрринчи 10 профнастила сÿнĕ, хăмасене тăпăлтарса çĕр çине вăркăнтарнă. Çурт тăррине илем кÿнĕ профнастил юрăхсăра тухнă – çĕнни туянма вара укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Шăпах çакăн пек тĕслĕхсем страхланисен шутне кĕреççĕ те. Çакна шанса çемье тăхтамасăрах страхлакан агентпа çыхăннă. Сыхланакана Турă та сыхлать текен каларăш шăпах çакăн пек чухне тÿрре тухать.

Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, шăматкунхи вăйлă çил-тăвăл Канаш тата Елчĕк районĕсене уйрăмах сиен кÿнĕ. 28 кил-çурт, 6 социаллă пĕлтерĕшлĕ объект, 5 нумай хваттерлĕ çурт сиенленнĕ. 80 ялта çутă пĕтсе ларнă, ку вăл – 7 пин ытла çын пурăнакан 3 пине яхăн кил-çурт.

Вера Шумилова, Елена Губанова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости