Çулла: хаваслăхран усăлăх таран

Ырантан Шупашкар районĕнче сывлăха çирĕплетмелли кану лагерĕсене заявлени йышăнма пуçлаççĕ

Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вăл май уйăхĕн 31-мĕшĕч-чен тăсăлать.

Кăçалхи канупа сывлăха çирĕплетмелли кампани валли пĕтĕмпе район бюджетĕнчен 5,5 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Заявлени çырма ашшĕ-амăшĕн ача вĕренекен шкула пымал-ла. Путевкăсене пур смена валли те унти операторсен ĕç графикĕпе килĕшÿллĕн ĕç кунĕ-сенче 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, шăматкун 9 сехетрен пуçласа 14 сехетчен валеçеççĕ. Çуллахи вăхăтра ачасен хула тулашĕнче вырнаçнă 17 лагерьте сывлăха çирĕплетме май пу-лĕ. Заявка валли кирлĕ документсем: паспорт, çуралнине çирĕплетекен свидетельство тата вĕсен копийĕсем. Путевкăн кăçалхи хакĕ 12335 тенкĕпе танлашать. Йывăр лару-тăрури çемьесем çак виçерен 5 процентне тÿлеççĕ, ыттисем çемьери вăтам тупăш виçине кура – 20, 30 е 50 процентне.

Хула айккинчи кану организацийĕсемсĕр пуçне кăçалхи çулла та ачасене кăнтăрлахи вă-хăтра 22 вĕрентÿ учрежденийĕнче йышăнĕç. Вĕсенче 1566 ачан каникула усăллă ирттерме май пулĕ.

Ачасен кăçалхи кану кампанийĕ ятарлă, профильлĕ лагерьсене йĕркеленипе уйрăлса тă-рать. Вăл пултаруллă, талантлă ачасене пухĕ. Шупашкар районĕ валли 64 путевка уйăрнă. Республикăра тĕрлĕ предметпа иртнĕ олимпиадăсен 6 çĕнтерÿçин (путевкăсен шучĕ çакăн чухлĕ) вара нумай профильлĕ опыт площадкисенче вĕренÿ тренингĕсемпе семинарсене хутшăнма май пулĕ. Çакăн чухлех путевкăсене экологипе таврапĕлÿ профилĕсен сменисене валли уйăрнă. 2 путевка – çамрăк наноконструкторсен профильлĕ сменине.

ТАТЬЯНА МАЙОРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости