Çул уйрăмлăхĕ – чăрмав мар

Мăшăрсен хушшинче çул уйрăмлăхĕ пысăк пулсан, калăпăр, упăшки арăмĕнчен 1015 çул е ытларах та аслă, е хĕрарăм чылай çул аслăрах пулсан вĕсене венчете тăратма пултараççĕи? Чиркÿ çак ыйту çине мĕнле пăхать?

Вероника Петрова, Çырмапуç

Владимир атте, Ишек чиркĕвĕн настоятелĕ:

– Мăшăрсен хушшинче пĕр шухăшлăх, килĕшÿ пулсан вĕсене венчете тăратаççĕ. Иккĕшĕ хушшинче мĕн чухлĕ уйрăмлăх пулни, тĕслĕхрен, 10, 20, 30… çул, пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли – вĕсен иккĕшĕн те çак утăм патне килсе тухмалла, ăна ахаль мар, тарăн шухăшласа тумалла. Кунсăр пуçне тата çемье çавăрнине, ЗАГСра пĕрлешнине, çирĕплетекен документ та пулмалла вĕсен.

Кунта çакна та асăнса хăвармалла: çамрăксене çул çитсен кăна (законпа ЗАГСра пĕрлешме ирĕк парсан) венчете тăратма пултараççĕ, ыттисемшĕн нимĕнле чăрмав та çук.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости