Çын ырă ĕçĕпе курăмлă

«Хуçи мĕнле, хуçалăхĕ çапла», – теççĕ ваттисем. Кирпĕч капмар çурт, хуралтăсем  йĕркипе вырнаç­са тухнă. Йĕри-тавра çутă тимĕр карта, пахча алăкĕ те çавăн тĕслех. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп… Ют çын килнине сиссе йытă сас пачĕ.

Кунта Никифоровсем пурăнаççĕ. Çуртра газпа хутса ăшăтаççĕ, ăшă тата сивĕ шыв пÿртех кĕрет – пур енчен те хăтлăх. Николай Петрович çемйипе ку çурта пурăнма куçни виççĕмĕш çул. Ачалăхĕ унăн çак ялтах иртнĕ. Коля, ача чухнех спортпа туслашнăскер, çулла футболла, хĕлле хоккейла выляма, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăлланă. Шкулта вĕреннĕ чухне тĕрлĕ ăмăртура пĕрре кăна мар шкул чысне хÿтĕленĕ. Вăл вăхăтра кÿршĕри шкулсемпе тачă çыхăну тытса тăнă, вĕренÿ, спорт енĕпе пĕр-пĕринпе тупăшнă, ăмăртусем йĕркеленĕ. «Питĕ вăйлă выляттăмăр, ытти шкулта вĕренекенсем те маххă памастчĕç», – аса илет  ачалăхне Николай Петрович. Шкулта ăс пухнă чухне вăл историпе питĕ кăсăкланнă. Кĕнеке пĕлÿ çăлкуçĕ пулнине ун чухнех тавçăрнă. Ачаран юлнă хăнăхăва паян кун та малалла тăсать, приключениллĕ-фантастикăллă хайлавсене вулама кăмăллать.

Сакăр класс пĕтернĕ хыç­çăн район центрĕнче ССПТУ-5 (кайрантарах Кÿкеç­ри 27-мĕш училище пулнă) 3 çул вĕренет, водитель правине алла илет. Красноярск тăрăхĕнче службăра тăнă вăхăтра та шоферта ĕçлет. Тăван тăрăха таврăнсан Шупашкарти агрегат заводĕнче малтан токарьте, унтан слесарьте тăрăшать, 24 çул вăй хурать унта. Çав хушăра пайтах ырă ят çĕнсе илет. Ĕçри пултарулăхне кура ăна хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чыслаççĕ, «Завод ветеранĕ» хисеплĕ ят параççĕ.

Çамрăк хамăр ял хĕрĕпе Раиса Александровнăпа çемье çавăрать. Çуралса ÿснĕ тăван килте епле вĕлтрен шăтарăн? Вăл çемьере пĕртен-пĕр ывăл пулнă, аппăшĕпе йăмăкĕ хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ.

Халĕ Николайпа Раиса Никифоровсем кукаçипе куками те, асаттепе асанне те. Николай Петрович пушă вăхăт тупăнсан алла купăс тытать, тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕ калать. Купăсне ăна 3-мĕш класра чухнех ашшĕ туянса панă, Николай хăй тĕллĕнех калама хăнăхнă. Хăна-вĕрлене чăваш ташшине ташлаттаратех.

Ашшĕнчен платник ăсталăхне алла илсе юлнă вăл. Юнашар пĕве çуркуннепе тулса каять-и, шырлансем тарăнланса ан кайччăр тесе йывăç лартмалла-и, кĕтÿ каçса çÿремелли вырăна йĕркене кĕртмелле-и – ялта ĕç самай. Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер нихăçан та хирĕçлесе тăман.

Унăн тата чун киленĕçĕ пур, ку вăл – çĕр ĕçне, çутçанталăка кăмăллани. Николай  Петрович сад-пахчара хăйне ирĕк туять, сад ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене аван ăнланать. Пĕр пан улми йывăçĕ çинчех 3-4 тĕрлĕ сорт çитĕнтерет. Пилеш çинче груша сыпса çимĕçне ас тивни çинчен те хавхалансах каласа кăтартрĕ çемье пуçĕ. Çавăн пекех облепиха, хура хăмла çырли, сарă слива, ирга тата ытти йывăç ÿстерет Николай Петрович.

Раисăпа Николай Никифоровсем çемье çавăрса пĕрле пурăнма тытăннăранпа вăтăр çула яхăн иртрĕ. «Çемьери килĕшÿ вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?» – ыйтрăм унтан. Хуравĕ çапларах пулчĕ: «Арçын – хуçалăх тĕрекĕ, хĕрарăм – пурнăç тыткăчи».

Улмуç­çирен улми аякка ÿкмест теççĕ. Ачисем те хăйсенех хывнă – ĕç­чен те пултаруллă. «Саша ывăл Мускава çÿрет, Сочире те пулчĕ. Авланман-ха. Петя ывăл Шупашкарта ĕç­лесе пурăнать. Хăех электрик, сантехник, штукатур-маляр, çĕнĕ пÿрте  ăшă кĕртесси те вăл тăрăшнипех пулчĕ. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе хĕр çитĕнтереççĕ. Лида хĕрĕм суту-илÿ сферинче вăй хурать, мăшăрĕпе ывăл ÿстереç­çĕ», – калаçăва тăсать малалла çемье пуçĕ. Сăмах май, Никифоровсен ачисем шкулта та йĕркеллĕччĕ. Нихăçан та дисциплинăна пăсман, аван вĕреннĕ, ĕçрен пăрăнман.

Пĕчĕк Вова вăранчĕ, пÿрт ача-пăча сассипе тулчĕ…

АНТОНИНА ЕФИМОВА, ВĂРМАНКАС ТĂРĂН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости