Эрнекун «Тăван Ен» хаçата илсенех юлашки страницăра аннен, Нина Курчинан, ятне курсан питĕ савăнтăм. Çийĕнчех анне патне ĕçе шăнкăравларăм, ырă хыпара пĕлтертĕм.
Эпир гриль решетке выляса илнĕ иккен. Анне те хĕпĕртерĕ. Çакăн евĕр парнене – гриль решеткене – пире 2013 çулта Тутаркасси ял тăрăх администрацийĕнч
Пирĕн çемье район хаçатне килĕштерсе вулать. Вăхăт пур чухне эпĕ кĕске статьясем çырма тăрăшатăп, ытларах спорт хыпарĕсене юратсах вулатăп. Эпир кашни çулах «Тăван Ен» хаçата çырăнса илме тăрăшатпăр.
ВЕРА ИВАНОВА, ТУТАРКАССИ ШКУЛĔ, 8-МĔШ КЛАСС