Çăварни çуни яка

Февралĕн 22-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче хĕле ăсатрĕç. Шупашкаркасси ял çыннисем те çăварни эрни уявне анлăн паллă турĕç. Уяв ялти культура çурчĕ умĕнче иртрĕ. Ăна культура çурчĕн директорĕ Любовь Иванова ертсе пычĕ. Кашнинех сĕтел çинчи плита патне пырса Андрей Киселев пĕçерекен çăварни икерчине тутанса пăхма май килчĕ. «Арçын пĕçерни тутлăрах», – теççĕ.

Уяври вăйăсем хĕрсех пычĕç. Пĕрене çинче михĕсемпе сулса çапассипе кĕрешÿ иртрĕ. Унтан вĕрен туртса вăй виçрĕç. Арçынсем тĕпел кукринче кăна мар, кунта та маттурлăхне кăтартрĕç. «Хулапа» «ял» командисем те тупăшрĕç. «Ял» команди çĕнтерчĕ.

Шупашкаркассисем çавăн пекех çăварни валли хатĕрленĕ кĕлеткене çунтарса ячĕç, карталанса юрласа та ташласа çаврăнчĕç. Светлана Григорьева ертсе пыракан «Фаворит» эстрада тата Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç» фольклор коллективĕсем ташă-юрă парнелерĕç. Вырăнти ял тăрăх депутачĕ Роза Бычкова икĕ лашапа хыçлă çунасем кÿлсе катаччи йĕркелерĕ. Ачасем савăнсах, шăнкăрав сасси янраттарса чупрĕç.

Атăлъялти культура çурчĕ çумĕнче те çăварни уявĕ анлăн иртрĕ. Уява культура çурчĕн ертÿçи Кристина Семенова йĕркелесе пычĕ. Ял çыннисемпе хăнасем çăварни валли туса хатĕрленĕ икĕ кĕлеткене çунтарчĕç, кăвайт урлă сикрĕç, юрласа, ташласа савăнчĕç. Александр Маринов вара лашана çуна кÿлсе ял тăрăх катаччи чуптарчĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости