Çăва – таса вырăн

— Çăва çинче, унтан кĕнĕ-тухнă чухне темĕнле правилăсене пăхăнмалли пирки илтнĕччĕ. Калăпăр, унтан тухнă чухне хыçала çаврăнса пăхма юрамасть, хĕрарăмсен çара пуçăн та çÿреме юрамасть имĕш. Масар çине кайма тухсассăн мĕнле правилăсене пăхăнмалла? Ăнлантарса парăр-ха.

Полина ТОКМАКОВА, Ишлей

Владимир атте, Ишек чиркĕвĕн настоятелĕ:

– Çăва – чиркÿ пекех таса вырăн, эпир унта кайса ку тĕнчерен уйрăлнă çывăх çынсене, тăвансене хисеплетпĕр-çке. Çавăнпа та чиркÿри пекех унта та хăвна йĕркеллĕ тытмалла, сăмахран, хăвăн çине хĕрес хумалла, вилнисене асăнса кĕлĕ вуламалла. Унта эрех-сăра ĕçме юрамасть, хĕрарăмсен вара тутăрпа кĕрсен лайăхрах. Масар çинчен тухнă чухне хыçала çаврăнса пăхмалла мар тени халăхра сарăлнă сас-хура кăна, ăна ан ĕненĕр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости