Çĕнтерĕве халалланă ял вăйисем

Февралĕн 13-14-мĕшĕсенче Етĕрне хулинче Республика VII хĕллехи ял вăййисем иртеççĕ. Кăçал вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă.

Ял вăййисене хутшăнакансем — ял хуçалăх предприятисенче тата социаллă сферăра вăй хуракансем. Вĕсене йĕлтĕрпе чупасси, полиатлон, вырăна чухламалли ăмăрту (спортивное ориентирование), кире пуканĕ йăтасси, хоккей, шашки, шахмат вăййисем, спортивлă çемьесен, механизаторсен тата доярсен ăмăртăвĕсем кĕтеççĕ. Шупашкар район команди ял вăййисенче спортăн 8 тĕсĕнче хутшăнĕ. Ял вăййисене Тутаркасси, Кÿкеç, Лапсар, Сарапакасси, Ишлей, Чăрăшкасси, Янăш ял тăрăхĕсенчи спортсменсем хутшăнĕç. Ăмăртусем уйрăм çынсене валли те, командăсене валли те иртĕç. Чи вăйлă спортсменсем Перьм тăрăхĕнче иртекен VII Пĕтĕм Раççей хĕллехи ялти спорт вăййисене хутшăнĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости