Çĕнтерÿ туйăмĕпе çула тухсан

Пысăк хисеп вăл – ăмăртусенче республика чысне хÿтĕлеме тивни. Шăпах çак тĕллевпе районти пенсионерсем мартăн 18-мĕшĕнче Самар хулине çул тытнă та. Асăннă хулара Раççей пенсионерĕсен союзĕ йĕркеленипе Федерацин Атăлçи округĕн пенсионерсен спартакиади иртнĕ. Унта хутшăннă районти 4 пенсионер-спортсмен тăван тăрăха курăмлă кăтартусемпе таврăннă. Республика чысне хÿтĕлекенсем тĕрлĕ спорт тĕсĕнче палăрса пьедесталăн 3-мĕш картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ.

Хĕллехи спартакиадăна кăçал 10 команда хутшăнма кăмăл тунă. Тĕрлĕ регионти 100 ытла спортсмен пĕр çĕре пухăннă. Тупăшусем сĕтелçи теннисла, мини-гольфла, шашкăлла выляссипе, дартс енĕпе, çăмăл атлетикăпа тата сĕтелçи вăййисемпе (жульбак тата шаффлборд) иртнĕ. Чăваш спортсменĕсен командин йышне кĕнĕ Роза Алексеева (Çĕньял ял тăрăхĕ), Борис Иванов (Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕ), Константин Иванов (Кÿкеç ял тăрăхĕ), Евдокия Крикина тĕрлĕ тупăшăва хутшăнса пĕтĕм вăй-хала республика чысне çÿле çĕклес ĕçе панă. Шашкăлла выляссипе Роза Алексеева 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Константин Иванов 3-мĕш пулнă. Сĕтелçи вăййисемпе – вĕсен йышне кăçал пĕрремĕш хут жульбак тата шаффлборд вăййисене кĕртнĕ – çак спортсменсемех палăрнă, çĕнтерÿçĕсен ретне лекнĕ. Командăри тепĕр икĕ спортсмен – Борис Ивановпа Евдокия Крикина – мини-гольф вăййинче ăсталăх кăтартса пьедесталăн 3-мĕш картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ.

Районти пултаруллă пенсионерсем тăван тăрăхран мала тухас туйăмсемпе çула тухнине пытармаççĕ. «Çĕнтерÿ кăмăлĕ пулмасан килтен кам тухать», – çакна çирĕплетсе калать Роза Алексеева та. Вăл шашкăлла выляма ăста. Çапла пулмасăр, 6-мĕш класра ăс пухнă чухне шкул чемпионĕн ятне илнĕскер, çитĕнерехпе темиçе хут та район чемпионĕ пулнăскер, паян кун та шашкăсене пысăк тавçăрулăхпа вырăнтан куçарать, ăмăртусене сиктермесĕр хутшăнма тăрăшать. Çапах та унăн юратнă спорт тĕсĕ – йĕлтĕрпе ярăнасси. Çав сăлтавпах Роза Алексеева спартакиадăран таврăннă кунах Канашра ветерансен хушшинче иртекен йĕлтĕр спортне юратакансен туслăх кубокĕн ăмăртăвне тухса кайнă. 55 çултан аслăрах хĕрарăмсенчен вăл 6 км-лă дистанцие чи малтан парăнтарса кубок хуçи пулса тăнă. Лапсар тăрăхĕнчи Вăрманкас ялĕнчи Владимир Анисимов вара 60 çултан иртнĕ арçынсен хушшинче 3-мĕш çитнипе палăрнă, медальпе диплома тивĕçнĕ. Çавăн пекех Çĕньялти Римма Прокопьева йĕлтĕрçĕ те ăмăртуран пушă алăпа таврăнман – çĕнтерÿçĕсен ретне лексе пьедесталăн 3-мĕш картлашки çине хăпарнă.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости