Çĕнтерÿçĕ асатте

Вăрçă… Вăл хĕвел тухичченех пуçланнă иккен. Çынсем канлĕ çывăрнă вăхăтра фашист бомбисем пирĕн хуласемпе ялсене ишĕлтернĕ. Нимĕç танкĕсем пирĕн хирсене, вăрмансене, тырра-пулла таптанă. Тискер тăшман пирĕн çĕр çинче хуçаланнă, çунтарнă, асаплантарнă, вĕлернĕ.

Çук, ирĕк паман пирĕн мухтавлă салтаксем ирсĕр тăшмана чечекленекен çĕр-шыва таптаса тăкма. Пĕр çын евĕр çĕкленсе пирĕн халăх тĕп тума пултарчĕ çăхан ушкăнне.

Салтак! Мен тĕри йывăр сан шăпу! Тăван çĕр-шыва, юратнă çыннусене тăшманран хăтарас, ирĕке кăларас тесе хăвăн пурнăçна та шеллеместĕн эсĕ. Выçăлла-тутăллă пурăннă, йĕпе-сапана, сивве пăхмасăр çапăçнă. Салтак тивĕçне лайăх ăнланнă. Вилĕм куçран пăхсан та хăвăр пултарнине йăлтах Тăван çĕр-шывшăн, халăхшăн панă.

Манăн мăн асаттен, Kириллов Михаил Аркадьевичăн та, тÿпи пур çак çĕнтерÿре тесе шутлатăп эпĕ. Вăл вăрçăн 7-мĕш кунĕнчех салтак пулса тăнă. 30 çулти çемье пусĕн килте çамрăк арăмĕ тата виçĕ ача юлать. Асли тăхăр султа, вăталăххи- пиллĕкре, кĕçĕнни вара çулталăкра çеç пулнă. Мăн асатте мăшăрне, ачисене юлашки хут хăйĕн ытамне çупăрласа илсе сывпулашать. Çакăн хыççăн çемье урăх пĕрле пулаймасть. Михаил Аркадьевичран мăшăрĕ пĕр çыру та кĕтсе илеймест, вăл хыпарсăр çухалать, ăна ăçта пытарнине те пĕлеймест. Мăн асанне мăшăрне мĕн виличченех кĕтсе пурăнать.

Манăн шутпа, мăн асатте çĕр-шыва хÿтĕлесе паттăррăн пуç хывнă. Çавăнпа ун çинчен çырса кăтартмаллах терĕм. Вăрçă çулĕсем аякка кайса пыраççĕ пулсан та суранĕсем пĕтмен-ха. Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, мăн асаттесем пире мирлĕ пурнăç туса пани çинчен манса каймалла мар. Тăван çĕр-шыва, халăхăмăра тивĕçлĕ çынсем пулма тăрăшмалла.

Ĕçе пурнăçлаканĕ: Катя Кириллова (12 çулта),

Шупашкар районĕ, Çĕньял -Покровски шкулĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости