Çĕнĕ çулăн тĕп чăрăшĕ çуталчĕ

Хĕл Мучисен, Юр Пикесен тата юмахри сăнарсен парачĕ иртнĕ шăматкун район çыннисене Çĕнĕ çулăн тĕп чăрăшĕ патне пухăнма хавхалантарчĕ. Çÿрев йăлана кĕрсе пырать, кăçал виççĕмĕш хут иртрĕ. Декабрĕн 19-мĕшĕнче те, сивĕ питрен чĕпĕтнине пăхмасăр, тĕп культура çурчĕ умне халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. Мĕнле кăна сăнар çукчĕ-ши вĕсен йышĕнче – вăрăм та шурă сухаллă Хĕл Мучисем, капăр тумтир тăхăннă Юр Пикесем, шăпăр тытнă вупăр карчăксем, кăмăла çĕклекен мыскараçăсем, чĕр чунсем…

Кăçалхи çÿреве районти 20 культура çурчĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Тĕп культура çурчĕ умĕнче пухăннă Çĕнĕ çул уявĕн сăнарсем хаваслă юрă-кĕвĕпе, чĕнÿсемпе «Улăп» спортпа сывлăх центрĕ çумĕнче вырнаçнă чăрăш патне утса тухрĕç. Çула май вĕсем çул çинче тĕл пулнă иртен-çÿрене те çÿреве хутшăнма йыхравларĕç, çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламларĕç. Лешсем те парăмра юлмарĕç – парада хутшăнакансене йăл кулăпа хавхалантарчĕç.

Чăрăш патĕнче пухăннисене çывхарса килекен уявпа район пуçлăхĕ Андрей Николаев тата Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Вершинин саламларĕç. Поселокра пурăнакансемпе парада хутшăннисем теттесемпе капăрлатнă чăрăш тавра карталанса юрăсем юрларĕç, вылярĕç, ташларĕç. Уйрăмах çакăн евĕр парнешĕн чи пĕчĕккисем хĕпĕртерĕç, вĕсем пĕрин хыççăн тепри сăвăсем вуларĕç. Чăрăш умĕнче Çĕнĕ çул уявĕн хăйне евĕрлĕ саламĕн конкурсĕ те иртрĕ. Кунта Çĕньял пултарулăх çурчĕн тата Апаш клубĕн ĕçченĕсем палăрчĕç.

Поселокра пурăнакан Елена Швецовăна асăннă мероприятие хутшăнма юлташĕ ÿкĕте кĕртнĕ иккен. «Мероприяти анлă, савăнăçлă иртни питĕ кăмăла кайрĕ. Поселокра чăннипех те Çĕнĕ çул сывлăшĕ хуçаланма тытăнчĕ», – пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне.

Хĕл Мучипе Юр Пикесен çÿревĕпе пурте кăмăллă юлчĕç. Вăйă карти саланиччен Çĕнĕ çулăн тĕп чăрăшĕ çуталса пурне те савăнтарчĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости