Çĕршыв шайне тухас ĕмĕт тата пĕр утăм çывăхрах

Машинăпа ĕне сăвакансен 36-мĕш, осеменаторсен 34-мĕш республика конкурсĕ виçĕм кун «Атлашевский» СХК-ра уçăлчĕ. Шупашкар районĕ республикăра выльăхпа ĕçлекен чи лайăх специалистсене тараватлăн йышăнчĕ.

Конкурса савăнăçлă лару-тăрура уçмашкăн ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Константин Никитин, ЧР ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова тата ыттисем пухăнчĕç. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ялавĕсене çĕклемешкĕн иртнĕ конкурсăн чемпионкине Екатерина Георгиевăна (Тăвай районĕ) тата чемпионне Петр Зверева (Комсомольски районĕ) ирĕк пачĕç. Паянхи кун ют çĕршывсем санкцисем лартнă вăхăтра Раççейри ял хуçалăхне аталантармашкăн условисем туса пани, çав шутра выльăх ĕрчетессипе те, пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ министр çумĕ. Кунашкал мероприяти шăп та лăп çак хуçалăхра иртни ахальтен мар ĕнтĕ. «Атлашевский» СХК – районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. «Çулсеренех мăйракаллă шултра выльăх шутне ÿстерет, çавăн пекех сăвăнакан ĕне пуçне пысăклатса пырать. Вăтам сăвăм кунта районти кăтартуран та ытларах», – палăртса хăварчĕ Зоя Маслова. Ял хуçалăх аталанăвĕ ку сферăра тăрăшакансенчен нумай килет, эсир йывăр, çав вăхăтрах халăхшăн питĕ кирлĕ ĕçе пурнăçлатăр», – хушса хучĕ вăл.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçал ял хуçалăхĕпе çыхăннă тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприяти – ял хуçалăх перепиçĕ – иртет. Ăна халалласа çĕршывра йĕркеленĕ конкурса хастар хутшăнакансем те пур иккен пирĕн тăрăхра, вĕсенчен пĕри – Урай Макаçри «Сарнар» ансамбльте музыка ертÿçинче тимлекен Вениамин Смелов. Вăл ял хуçалăх перепиçĕ пирки такмаксем хайласа пĕрремĕш 10 автор йышне кĕнĕ, халĕ вĕсемшĕн интернетра сасăлав ирттереççĕ. Коллектива тав хучĕпе чысласа çĕнтермешкĕн ăнăçу сунчĕç.

Сăнаса тăратпăр та, конкурса хутшăнакансен йышĕнче аслă ăрурисем кăна мар, çамрăксем те пур, вĕсем пурте – çут çанталăкăн черчен çуррисем. Осеменаторсен тивĕçне те хĕрарăмсен хăйсем çине илнĕ, тупăшăва килнисенчен вăй питти арçынсем темиçен кăначчĕ. Районсенчен 2-шер представитель сĕннĕ. Шупашкар район чысне 3-ĕн хÿтĕлерĕç. Вĕсенчен пĕри Ленин ячĕллĕ СХПК-ра дояркăра тăрăшакан Анастасия Владимирова. Çамрăк тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма хастарскер кунта та килнĕ. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет пулин те хумханни сисĕнчĕ унăн. Судьясем вĕсен ĕçлес пултарулăхне кăна мар, ĕне сумалли аппарата сÿтсе пухассине кăна та мар тĕрĕслерĕç, ĕç йĕрки пирки сăмахпа та ăнлантарса пама тиврĕ.

Хĕрÿ тупăшура камсем мала тухрĕç тетĕр-и? Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Шупашкар район хуçалăхĕнче тăрăшакансем пулни савăнтарать. Машинăпа ĕне сăвакан маçтăрсен конкурсне 19 специалист хутшăнчĕ. Чи нумай балл пухса Екатерина Георгиева («Акконд-агро» Фирма» ЗАО) хальхинче те пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç: çамрăк специалистсен хушшинче Анастасия Владимирова (Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоз) мала тухрĕ, ветерансенчен вара Елена Гавриловăна («Атлашевский» СХК) çитекен пулмарĕ.

«Ушкăнра эпир виççĕн тупăшрăмăр, пытармасăр каласан, вăйлă конкуренцие туймарăм, çавăнпах пулĕ вĕсенчен чылай ытларах балл пухрăм. Малашне, республика конкурсне хутшăнса çĕнтерес, унтан çĕршыв шайне тухас ĕмĕт тата çывăхланчĕ манăн», – хăй çĕнтернине пĕлсен савăнăçлăн пĕлтерчĕ çамрăк.

Осеменаторсенчен чи нумай балл пухаканни те Шупашкар районĕнченех, вăл – Валентина Подгорова («Атлашевский» СХК). Ку ушкăнра та тĕрлĕ номинаципе çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости