Ĕ​не чу​пас​шăн мар

Ĕ​не пă​ру​ла​нă​ран​па çур çул ирт​се кай​рĕ, чу​пас​шăн пул​ни​не асăр​ха​ма​рă​мăр. Кĕ​тÿ​ре çÿ​ре​ни​не сис​сен кĕ​тÿç­сем пĕл​те​ре​кенч​чĕ, вĕ​сем те асăр​ха​ман. Ăна мĕн​ле чуп​тар​мал​ла?

Юлия ИВАНОВА,Толик Хураски

А​лек​сей ХУНДИМИРОВ, ветв​рач (​выльăх тух​тă​рĕ)

– Ĕне чу​пас​шăн пул​ни​не ху​çи​сем сис​ме​сен те пул​тар​нă, çа​кăн пек​ки​не «​шă​пăр ухă​та» те​се ка​лаççĕ. Тен, чуп​са та юл​нă. Гор​мон про​це​сĕ​сем çит​мен​ни​пе те вă​хăт ирт​сен выльăх чу​пас​шăн пул​ман​ни па​лă​рать. Кун пек чух​не ĕнен ар ор​га​нĕ​се​не мас​саж ту​мал​ла. Çак ĕçе ве​те​ри​нар​сăр пуç​не ни​кам та пур​нăç­ла​масть. Ĕне​не чуп​та​рмалли ятар​лă гор​мон пре​па​рат​сем ве​те​ри​на​ри ап​те​ки​сен​че сут​лăх​ра пур, ун​па укол ту​са​нах ĕнен 3 кунра чу​пас кă​мăл ту​пă​нать. Ку пу​лă​ма «ис​кусст​вăл​ла ухă​та» те​се ка​лаççĕ. Çав вă​хăт​ра ĕне​не чуп​тар​са юл​мал​ла

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости