Ĕç бригади ялан малта

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнине пĕлтĕмĕр. «Тăрăшса тата ĕçе юратса пурнăçласан кирек мĕнле профессире те лайăх кăтартусем тума пулать», – çакăн пек сăмахсем пулчĕç унăн комментарийĕнче.

Чăнах та, ку сăмахсем паян уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вĕрентекенсен кăçалхи августри конференцине ачасен малашнехи пурнăçра хăйсене кирлĕ профессие тĕрĕс суйласа илес ыйтăва халалларĕç. Хальхи вăхăтра çамрăксем ĕç тупаймасăр çÿрени çинчен час-часах илтме пулать: е вĕсене ĕç вăхăчĕ килĕшмест, е шалу укçи сахалли иккĕлентерет. Пĕрисем йывăрлăхсенчен шикленеççĕ, теприсем пурнăçа ансатрах ирттерме шухăшлаççĕ.

«Ача шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн умне тĕллев лартма пĕлни, пурнăçра тĕрĕс çул, паянхи куншăн юрăхлă професси суйласа илме пултарни – чи кирли», – çапла шухăшлать Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Ишек вăтам шкулĕнче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Оксана Гурьянова. Чăн та, 2006 çултанпах çак шкулти аслă классенче вĕренекенсенчен йĕркеленĕ ĕç бригади пĕр тикĕссĕн ĕçлесе пырать. Ачасен шучĕ кашни çул тĕрлĕрен, анчах та бригада тĕллевĕ пĕрре: çамрăксен хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартасси. Бригадăра вăй хуракансем пур çĕрте те ĕçлеме ĕлкĕреççĕ: шкул пахчине пăхса тăраççĕ, ваттисемпе ветерансене пулăшаççĕ, урамсене тĕрлĕ çÿп-çапран тасатаççĕ, канма та (юрлама-ташлама та) ĕлкĕреççĕ. Ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе кашни çул районта тата республикăра иртекен «Çамрăксен ĕç бригади» конкурса хутшăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 2013-мĕш çулта Ишек шкулĕн ĕç бригади республика шайĕнче иртекен конкурсра 1-мĕш хисеплĕ вырăна йышăнма пултарчĕ. Ку пирĕн шкулшăн – пысăк кăтарту.

Çак конкурса кăçал та ачасем çине тăрсах хатĕрленеççĕ. «Йыш пысăках мар пулин те, тĕллев çирĕп. Ăна вара туслăх тата тăрăшулăх пурнăçа кĕртме пулăшĕç », – тет 9-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Дмитриев çамрăк бригадир. Çакăн пек ачасенче шанăç пур.

Екатерина Григорьева, Ишек

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости