Çырăнтăмăр – парнеллĕ пултăмăр

Эрнекун «Тăван Ен» хаçата илсенех юлашки страницăра аннен, Нина Курчинан, ятне курсан питĕ савăнтăм. Çийĕнчех анне патне ĕçе шăнкăравларăм, ырă хыпара пĕлтертĕм.

Эпир гриль решетке выляса илнĕ иккен. Анне те хĕпĕртерĕ. Çакăн евĕр парнене – гриль решеткене – пире 2013 çулта Тутаркасси ял тăрăх администрацийĕнчен те парнеленĕччĕ. Спортпа туслă çемье ячĕпе. Кашни çул «Улăп» сывлăхпа спорт центрĕнчи стадионра Икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР летчик космонавтне Андриян Григорьевич Николаева асăнса «Тăван Ен» хаçат ирттерекен эстафетăра тĕрлĕ дистанцире ăмăртаççĕ. Çак фестивале эпир 6 çул ĕнтĕ хутшăнатпăр. Кăçал та унта чупрăмăр. Çавăнта çырăнтăмăр та «Тăван Ене».

Пирĕн çемье район хаçатне килĕштерсе вулать. Вăхăт пур чухне эпĕ кĕске статьясем çырма тăрăшатăп, ытларах спорт хыпарĕсене юратсах вулатăп. Эпир кашни çулах «Тăван Ен» хаçата çырăнса илме тăрăшатпăр.

ВЕРА ИВАНОВА, ТУТАРКАССИ ШКУЛĔ, 8-МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости