Ача та ÿстернĕ, вăрман та каснă

Ялти пулăмсемпе легендăсене аса илсе хаçата çырса пама ыйтнăччĕ «Тăван Енĕн» пĕр кăларăмĕнче. Пулни-иртни çинчен вулама вара эпир кăмăллатпăр. Йывăр çулсене халăх мĕнле чăтса ирттерни те пире хумхантарать.

Çĕньял-Покровскинче пурăннă Анастасия Игнатьевна Сармосова (Наçтиç) 1939—1949 çулсенче конюхра тăрăшнă. Вăрçă тухнă çул унăн виççĕмĕш ачи Акулина çулталăк çеç тултарнă. Ăна та пăхнă Наçтиç, Атăл леш енче фронта валли вăрман каснă çĕртен те юлман. Икĕ аслă ачине – Музăпа Кольăна – йывăр тивнĕ, уроксем хыççăн та, каникулта та вĕсем колхоз ĕçне хутшăннă. Пиччĕшĕ çитĕнерехпе икĕ вăкăрпа ĕçленине ас тăвать Акулина. Пĕр вăкăрĕ «Пионер» ятлăччĕ тет. Кольăн тантăшĕсем те – Ярослав, Анюк Ваçли, Шорри Викторĕ (1934 çулхисем) – вăй çитнĕ таран мăннисемпе тан ĕçленĕ.

Лаша витинче ĕçлекен Наçтиçе унăн тăван амăшĕ, 60 çултан иртнĕ Ирина Сергеевна Егорова, пулăшса пынă. Юрать, лаша вити инçех мар та. Пĕррехинче, 1943 çулта пулас, Орина çĕр каçа ут кĕтĕвĕ пăхма Кĕрнече çывăхĕнчи улăха кайнă. Тул çутăласпа вăл пĕр лаша патне пырать те: «Мĕн мĕлки ара кунта?» – тесе пĕшкĕнсе пăхать. Лаша хÿри хыçĕнче, инçех те мар кашкăр тăнине курах каять. Кашкăрĕ те этеме кĕтмен çĕртен асăрхать. Хăранипе хайхи шарт сиксе нăйк! терĕ тет те кашкăр аяккалла тапса сикрĕ тет. Вăрçă вăхăтĕнче кашкăрсем нумай пулнă.

«Çирĕп карчăкчĕ кукамай. Чирлесе выртнă чух пĕрре: «Парăр-ха мана пĕр курка сивĕ шыв, ÿслĕк иртсе кайтăр», – терĕ, – тăсать хăйĕн сăмахне Акулина Семеновна. – Атте, Семен Исаевич Сармосов, вăрçăран таврăнсан 1949 çулччен колхозра бригадирта ĕçлерĕ. Çав çул çанталăк çумăра кайнипе уйри пăрçа пĕтĕмпех шÿсе шăтнăччĕ. Кайран çав пăрçана типнĕ хыççăн пуçтарса кĕртрĕç-ха. Анчах, пăрçа сая кайнăшăн бригадир айăплă тесе, колхоз ертÿçисем пирĕн çемьене 1380 ĕç кунĕ тăрăх тырă вырăнне веç пăрçан пачĕç. Вăл пăрçана сутаймастăн та, çиейместĕн те. Пирĕн вара ман хыççăн тата пĕчĕк Нина çитĕнетчĕ. Çапла атте, юрăри пек каласан, «ирĕксĕрех каяс терĕ çĕн çĕре». Колхоз председателĕпе счетовод (эп килте пĕчченччĕ) кукаçи хатĕрленĕ ĕç хатĕрĕсене пĕр лав тиесе тухса кайрĕç. Çавăн пек тĕрĕсмарлăха куртăмăр».

Тепĕр икĕ çултан киле юлнă Орина хытă чĕннипе Сармосовсем çĕн çĕртен каялла таврăннă. Анчах Семен Исаевич колхозран сивĕнсе пурăннă – пĕр вăхăт….

Тамара Верендеева, Шупашкар

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости