Ентешсем çĕнтерÿпе таврăннă

Спорта юратакансен канмалли кунсем пачах та çук. Иртнĕ вырсарникун акă Шупашкар районĕн команди «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен XIV Спартакиадин зонăри тапхăрĕнче вăй виçнĕ. Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар, Канаш, Вăрнар, Çĕрпÿ районĕн командисемпе вĕсем шашкăлла, шахмăтла, сĕтелçи теннисла тата урам баскетболне выляссипе тупăшнă. Пирĕн ентешсем шахмăтла выляса 1-мĕш, баскетбол енĕпе 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Спартакиада çулталăк тăршшĕпе спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе иртет: хĕлле – пăшалпа тĕл перессипе тата йĕлтĕрпе чупассипе, çулла – хутăш эстафета, мини-футбол, канат туртас, шывра ишес, стрит-бол, дартс енĕпе.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости