Пирĕн тăрăхри çыравçăсем

Кĕнекесĕр çын вăл – тăлăх,

Туссăр, пĕлĕшсĕр пекех.

Тĕттĕм çыншăн пурнăç – чăтлăх

Çут уçланкă – кĕнеке…

Петĕр Хусанкай.

2015 çула пирĕн çĕршывра Литература çулталăкĕ тесе палăртнă, Чăваш Енре вара — Константин Иванов çулталăкĕ те. Кĕнеке пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать: шухăшлама вĕрентет, пурнăçа илемлетет. Ишлей енче те çыравçăсем сахал мар. Эпир, Ишлей тăрăхĕнчи библиотекăра ĕçлекенсем хамăр тăрăхри çыравçăсене халалласа «Сторона моя Ишлейская» стенд тата «Ишлей тăрăхĕнчи çыравçăсем» кĕнеке куравĕ йĕркелерĕмĕр. Вĕсене хатĕрлеме Матикассинче çуралса ÿснĕ А. Кушников поэтпа Хачăкра çуралнă СССР журналисчĕсен членĕн А. Михайловăн, Ишлейре пурăнакан И. Григорьевпа А. Мокин çыравçăсен, Виçпÿрт Чурачăкра пурăнакан М.Волковăн, Ишлей енчи краеведсен – К. Николаева, С. Самсонова, В. Тереньев, В. Ермаков, В. Дмитриев-Шашкар, Н. Платонов, А. Николаев кĕнекисемпе хайлавĕсене усă куртăмăр.

Çыравçăсем хăйсен кĕнекисене вулавăша та парнелерĕç. Вĕсен шутĕнче Ишлей библиотекин хисеплĕ вулаканĕ – М. Волков та. Вăл пирĕн библиотекăпа 50 çул ытла туслă. Маттур вулакан «Çĕнтерÿ ялавĕ», «Коммунизм ялавĕ» тата «Ленинец» хаçатсенче ĕçленĕ. М. Волков çырнă «Чунри йĕр» кĕнекери хайлавсем пире таса чунпа, çутă ĕмĕтпе пурăнма, туслăхпа юратăва упрама, атте-аннене хисеплеме, тавралăха тасалăхра тытма вĕрентеççĕ. Кĕнекери калавсемпе сăвăсем çăмăллăн вуланаççĕ.

Хамăр енче çавăн пек пултаруллă çынсем пурри пире савăнтарать.

НИНА АЛЕКСАНДРОВА, МАМКА ЯЛĔ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости