Пиччĕшне евĕрлесе секцие çырăннă

Тутаркасси ял тăрăхĕ ялан тенĕ пекех спортсменсемпе, уйрăмах ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсемпе, палăрса тăнă, палăрса тăрать те. Аслисенчен ырă тĕслĕх илсе кĕçĕннисем секцисене çырăнаççĕ, çапла вара пĕр ăру теприне улăштарать.

Çĕнĕ Тутаркассинче пурăнакан Дмитрий Васильев та хăй вăхăтĕнче – 1-мĕш класра – аслă пиччĕшне пăхса ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине çырăннă. Тантăшĕсем те унта çÿренине курса ăна ку тĕс çав тери килĕшсе кайнă. Профессионаллă спорта ырăпа аса илет: «Спортăн чи вăйлă тĕсĕ», – тет вăл мăнаçлăн. 30 çулти Дмитрий халĕ хăй таврари çамрăксемшĕн тĕслĕх. Унран ыррине вĕренмелли чăннипех те пур. Тĕрлĕ-тĕрлĕ ăмăртура вăл хăйĕн ăсталăхне чылай туптанă. Спорт вăл – хĕрÿ тупăшу, çавăнпа та выляса яни те, çĕнтерни те пулать. Дмитрийăн та çаплах килсе тухнă, ăнăçупа ăнман тĕслĕхсем пĕр-пĕрне улăштарнă кăна. Пуринчен те пĕлтерĕшлĕ награда уншăн – федерацин Атăлçи тăрăхĕнче иртнĕ ăмăртăвăн призерĕ пулни. 2009 çулта çамрăкăн ирĕклĕ кĕрешÿпе сыв пуллашма тивнĕ, мĕншĕн тесен ĕçлеме те, çав вăхăтрах спортра ĕлкĕрсе пыма та çăмăл пулман. Анчах та çакă киленĕçе вуçех манса кайнине пĕлтермест. Халĕ вăл регболпа тата футболпа кăсăкланать. «Командăпа вылямалли спорт тĕсĕсем килĕшеççĕ мана», – çак енне мĕншĕн туртăннине ăнлантарать яш. Çавăнпа та республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче тĕрлĕ ăмăртăва тухса çÿрет. 2013 çулта Екатеринбург хулинче регбол енĕпе иртнĕ Раççей чемпионатне халĕ те манаймасть спортсмен. Питĕ хĕрÿ кĕрешÿ пулнă унта, чи вăйлă соперникпе – Красноярск хулин командипе – тытăçсах кайнă. Пирĕннисем кăшт вăйсăртараххипе килĕшесшĕн пулман ахăр… Вăйă хирĕççисен çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ, республика командин – 2-мĕш вырăн.

Дмитрий спортсмен сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнать, эрнере пĕр хутчен тренировкăна çÿрет, тĕрлĕ хускану тăвать. Хĕрсемпе яшсене те физкультурăпа, спортпа туслашма сĕнет, сывлăхлă кĕлеткере сывлăхлă чун пулнине вăл лайăх пĕлет.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости