Спорт

 Майăн 3-мĕшĕнче шкул ачисен спартакиадин шайĕнче «Улăп» спортпа сывлăх центрĕнче районти Президент ăмăртăвĕсем иртнĕ. Вăтам шкулсенчен пьедесталăн тĕрлĕ картлашки çине Кÿкеç лицейĕн, Тренккасси тата Апаш шкулĕсен вĕренекенĕсем хăпарма тивĕçнĕ. Тулли мар вăтам шкулсенчен Карачура, Тăрăн тата Çатра-Лапсар шкулĕсен командисем лайăх кăтартусемпе палăрнă.

 Майăн 6-мĕшĕ Çĕрпÿ хулинче ЧР Кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика ăмăртăвĕн финалĕ пулнипе палăрнă. Районти 4 спортсмен çĕнтерÿçĕсен ретне лекнĕ.

 Майăн 7-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалласа Ишлей шкулĕн акт залĕнче алă вăйĕ виçессипе иртнĕ район ăмăртăвне 1998 çулта тата каярах çуралнă 70 ытла каччăпа хĕр хутшăннă.

 Çак кунах «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн стадионĕнче шкул ачисен спартакиади шучĕпе çăмăл атлетика енĕпе район тупăшăвĕ иртнĕ. Вăтам шкулсен командисенчен тренккассисене çитекен пулман, Кÿкеç лицейĕн маттурĕсем пьедесталăн 2-мĕш картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ, Мăнал шкулĕн вĕренекенĕсем 3-мĕш пулнă. Тулли мар вăтам шкулсенчен çĕнтерÿçĕсен ретне Карачурапа Тăрăн шкулĕсен вĕренекенĕсем лекнĕ.

 Майăн 7-мĕшĕнче Елчĕкре ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе иртнĕ республика турнирĕнче Никита Архипов 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости