Сăн ÿкерчĕксенче – уявсен историйĕ

Декабрĕн 4-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн çуртĕнче сăн ÿкерчĕксен куравĕ иртрĕ. Ăна вĕçленекен Культура çулталăкне халалласа ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов пуçарнипе йĕркеленĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Атăлъял ялĕнче пулса иртнĕ «Акатуй» уявне сăнласа паракан сăн ÿкерчĕксен куравĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Иванов паллаштарчĕ. Курава Сергейпа Елена Сорокинсен тата çак йĕркесен авторĕн сăн ÿкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ. Унта Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн пуç­лăхĕ Николай Хорасев, Леонид Фадеев поэтпа Сергей Сорокин хутшăнчĕç. Леонид Фадеев, Атăлъялти клуб заведующийĕ пулнă май, пухăннисене çамрăксем уявсене хаваспах хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан хăйĕн «Сирĕнпе яланах» кĕнекине Николай Иванова парнелерĕ. Депутатсем куравпа кăсăклансах паллашрĕç, Атăлъял çыннисене çавăн пек аваллăха сăнласа паракан уяв йĕркеленипе тĕлĕнсе ăшă сăмахсем каларĕç. ЧНК ертÿçин çумĕ Зоя Яковлева курав çинчен сюжет ÿкерчĕ.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости