Театр кунĕ тĕлне – икĕ премьера!

Ял çыннин пушă вăхăтне кăсăклă та усăллă ирттерме пулăшас тĕллевпе Кăшавăшри культура çуртĕнче вăй хуракансем чылай тимлеççĕ. Кашни кунах кунта тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕ ĕçлет: тренажер пÿлĕмне хапăлакансем, аэробикăна юратакансем, эстрада юррине кăмăллакансем çĕрлечченех культура çуртĕнче.

Юлашки кунсенче «Кăлтăрмач» театр студине çÿрекенсем уйрăмах «çанă тавăрсах» тăрăшрĕç. Мартăн 27-мĕшĕ – пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. Çак каç культура çуртне ватти-вĕтти – пурте пухăнчĕç. Куракана икĕ премьера кĕтрĕ. Чаршава «Ан пăрахса кай мана» драмăпа Кăшавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем уçрĕç. Театр кунне халалласа вĕрентÿ учрежденийĕсен хушшинче иртнĕ районти смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕскерсем хăйсен пултарулăхĕпе куракана тÿрех тыткăнларĕç: вăрçăра пуç хунă çамрăк каччăсемпе хĕрсен сăнарĕсене вуннăмĕш класра вĕренекенсем тĕлĕнмелле ăста калăпларĕç. В. Калишова, Д. Чистяков, О. Волкова выляни уйрăмах куракан чунне пырса тиврĕ. Залра ларакансен чылайăшĕн куçĕсем куççульпе тулчĕç.

«Кăлтăрмач» театр студийĕ А. Чебанов çырнă «Хăтасем» комедипе сцена çине тухрĕ. Тĕп сăнарсене калăплама «Приволжское» уçă акционер обществин специалисчĕсем – А. Муллин ветврач (Марат), С. Порфирьев юрист (Мансур), Л. Чистяков тĕп инженер (Кĕçтук) чунне парсах вылярĕç. Нина Гаврилова тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те сцена çинче вун çичĕ çулти чиперккесемпе тан. Çакна вăл вылянă Санюк сăнарĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ. Культура керменĕнче вăй хуракан С. Калишовапа (Илемпи ) Р. Чернова (Рушания) та хăйсен пултарулăхĕпе куракана тыткăнларĕç. Вырăнти артистсене ура çине тăрсах тăвăллăн алă çупса тав турĕç курма килнисем.

СВЕТЛАНА КАЛИШОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости