Темиçен те юрать

Чиркÿре харăсах темиçе, калăпăр, виçĕ мăшăр, венчете тăма юрамасть тенине илтнĕ. Çакă тĕрĕсех е сас-хура кăна?

Марина ФЕОФАНОВА, Хыркасси

Владимир атте, Ишек чиркĕвĕн настоятелĕ:

–  Эсир калани халăхра сарăлнă пуш сăмахсем кăна. Чиркÿре кирек мĕн чухлĕ мăшăра та венчете тăратма пултараççĕ. Паллах, ялта темиçен Турă йăлипе пĕрлешни сайра пулать, хуласенче вара нумай упăшкипе арăмне те венчет тума пултараççĕ. Ку енĕпе çирĕп чару çук. 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости