Тепĕр хут венчете тăрас тесен…

Эпир упăшкапа венчете тăрсах пĕрлешнĕ, анчах та вăл темиçе çул каялла вилчĕ. Тепĕр хутчен качча каяс пулсан манăн венчете тăма юрать-и? Çакăн валли мĕн тумалла?

Ангелина ПУШКАРЕВА, Кÿкеç

Николай атте, Шупашкар район благочиннăйĕ, Хыркасси чиркĕвĕн настоятелĕ:

– Иккĕмĕш хут венчете тăрас ыйтăва архиерей татса пама пултарать. Чăваш Республикинче – Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава. Кирлĕ документсене илсе архиерей канцелярине, Шупашкар-Чăваш епархине, каймалла. Унта сирĕн документсене йышăнса юлаççĕ, ун хыççăн венчет комиссине чĕнеççĕ. Комисси иртнĕ хыççăн архиерей канцелярийĕ сирĕн иккĕмĕш хут венчете тăрас ыйту пирки Варнава митрополит мĕнле йышăну кăларнине пĕлтерет.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости