Тупăш вырăнне – шар

РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере уйрăма тĕрлĕ преступлени пирки пĕлтерекен 40 хыпар çитнĕ. РФ Перекет банкĕн районти уйрăмĕнче 1 пин тенкĕлĕх суя укçа тупнă, вăл шăп та лăп ăçтан лекни хальлĕхе паллă мар-ха – тĕрĕслев пырать. Вăрланă 3 тĕслĕхе регистрациленĕ: «Птицевод» коллективлă садра мотоблок çаратнă, пĕри Матикассинче тата Ишлейре çын пурлăхне куç хывнă. Асăннă тапхăрта пурĕ 3 аварие регистрациленĕ.

Иртнĕ эрнере Лапракасси ялĕ пушарпа «палăрнă»: кăмака мăрйи юсавлă пулманнипе мунча çунса кайнă иккен. Ку – кăçал районта регистрациленнĕ 3-мĕш пушар, унччен малтан аслăк тата автосалон çуннăччĕ, телее, вилнисем, суранланнисем çук.

Шенĕрпуçĕнче пурăнакан пĕр çынăнне иртнĕ эрнере 150 ытла боеприпас (патрон) туртса илнĕ, РФ УК-ĕн 222 статйипе (закона хирĕçле хĕç-пăшал упранăшăн) ĕç пуçарнă. Вĕсене хуçи полици сотрудникĕсене хăйĕн ирĕкĕпе парасшăн пулман. Енчен те турткалашса тăман пулсан укçан хавхалантару илме пултаратчĕ. Хĕç-пăшал юратакан кунашкал хуçасен 300 тенкĕрен пуçласа 10 пин тенкĕ таран укçаллă пулма май пур. Сăмахран, пĕлтĕр районта 4 çын хăйĕн ирĕкĕпе хĕç-пăшала полици уйрăмне пырса панă, пурĕ вĕсем 35 пин тенкĕлĕх хавхаланăва тивĕçнĕ.

Аса илтеретпĕр, январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен республикăра «Оружие» операци иртнĕ. Пĕр уйăхра полицейскисем закона хирĕçле майпа упранă 100 хĕç-пăшал тата 2000 боеприпас тупнă, 50 çынна – административлă, 11-не уголовлă яваплăх тыттарнă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости