Уйăхран та сахалрах вăхăт панă

Районти уйрăмра сотрудниксене явап тыттармалли çĕнĕ меслет шыраса тупнă-им?!

«Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан районта регистрациленĕ преступноç 1,8% ÿснĕ – 560 таран. Ку кăтарту йывăрах мар, питĕ йывăр преступленисене пула пысăкланнă», – кăçалхи 9 уйăхри пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарма пуçларĕ РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Степанов. Хальхинче канашлăва ЧР ШĔМĕн полици пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Николаев, район пуçлăхĕ Андрей Николаев, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Зоя Маслова, район прокурорĕн çумĕ Рафил Ахмадуллин тата ыттисем хутшăнчĕç.

Ÿсĕрле

Кÿкеç (112), Лапсар (80), Тутаркасси (64), Çĕньял (46), Вăрман-Çĕктер (42) ял тăрăхĕсенче чи нумай преступлени пулнă. Маларах судпа айăпланнă, ÿсĕр пуçпа тăвакан преступлени шучĕ нумайланнă иккен. Ÿсĕрсем пирки сăмах хускатнă май Александр Николаевăн тÿрех ыйту çуралчĕ: «Эрех-сăра ĕçмелли заведенисемпе, спиртлă шĕвек сутассипе, вĕсене тупса палăртассипе районта мĕнле лару-тăру?» Ку ыйтăва пай пуçлăхĕн çумĕ Андрей Рябов хуравларĕ. Вăл хыпарланă тăрăх, Шупашкар районĕнче пĕр питейнăй заведени – Кÿкеçри пĕр кафе. Йĕрке хуралçисем ăна контрольлесех тăраççĕ, шалта видеокамерăпа та ÿкереççĕ. Çакă каçсерен унта çÿрекенсен йышне чакарма та пултарнă-мĕн. Кĕскен каласан, ку кафе – сăнав айĕнче. «Паянхи кун тĕлне районта алкоголь продукцине сутнă 38 факта шута илнĕ. Вĕсенчен 10-пе РФ УК-ĕн 238 статйипе уголовнăй ĕç пуçарнă», – палăртса хăварчĕ Андрей Рябов. Пĕлтĕрхи çул вĕçленнĕ тĕле 14 тĕслĕхе регистрациленĕ пулнă. Спиртлă шĕвек района мĕнле лекнине те пĕлесшĕн пулчĕ полици пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан. Ытларах пайĕ – федераци трассипе килет-мĕн. Ÿсĕрсем пуринчен ытла тĕл пулакан вырăн Кÿкеç шутланать, ÿсĕрле тунă преступленин пысăк пайĕ шăпах ун çине лекет. Сăмакун сутассипе вара Тутаркасси палăрать, унта 6 факт тупнă. Туртса илнĕ продукцие яланах экспертизăна ăсатаççĕ. «Ку енĕпе ĕçе вăйлатмалла», – терĕ Александр Николаев докладчиксене итлесе пĕтернĕ хыççăн.

Дачăсем – вăрăсен юратнă вырăнĕ

Çын пурлăхне çаратнă преступлени шучĕ кăçалхи 9 уйăхра сахаланнă – 2015 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенчипе танлаштарсан, 311-тен 305 таран, вĕсене уçса параслăх лайăхланнă – 34,6%-ран 39% çити – пулин те ĕçлемелли пайтах. Вăрланă тĕслĕхсем чакнă – 272-рен 253 таран, вĕсене уçса панин кăтартăвĕ те иртнĕ çулхи çак вăхăтри тапхăртан кăшт пысăкрах – 35,8%. Вулакан пĕлет ĕнтĕ, Шупашкар районĕнче дачăсене кукăр алăллă çынсем ытла та «юратаççĕ». Мĕн кăна сĕтĕрмеççĕ вĕсенчен – металлоломран пуçласа инструмент тата ытти хатĕр-хĕтĕр таранах. Сăмах май каласа хăварсан, 2016 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче 50 преступление регистрациленĕ. Полици сотрудникĕсем мĕнле кăна профилактика мероприятийĕ ирттермеççĕ, айăплисене явап тыттараççĕ пулин те дача участокĕсене тапăнма пăрахмаççĕ-ха. Полицейскисем преступниксене тупассинче чăрмавсем çителĕклех – районта дача сахал мар, сăмахран, сад участокĕсен 146 товариществи пур, вĕсенчен 51-шĕ кăна официаллă майпа регистрациленнĕ. Вĕсене çирĕплетнĕ хурал çукки лару-тăрăва тата та йывăрлатать. «Пĕтĕм дача участокне ревизи туса тухмалла», – ноябрĕн 1-мĕшĕччен çакна туса пĕтерме ыйтса хушу пачĕ полици полковникĕ. Лару-тăрăва ăнлантармашкăн Зоя Маслова сăмах илчĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсене предприяти-организаци ĕçченĕсене пайласа панă. «Вĕсенчен 51-не кăна регистрациленĕ, участоксен чиккисене палăртман, кадастр учетне тăратманнисем нумай. Лаптăксене регистрацилессипе сад пĕрлĕхĕсен председателĕсен нумай ĕçлемелле, анчах та чылай çĕрте вĕсем çук, ку яваплăха вара хăй çине никам та илесшĕн мар», – каласа пачĕ райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ. Александр Николаев палăртнă тăрăх, ку ыйтăва кирек мĕнле меслетпе те татса памалла: комисси йĕркелесе-и, ĕçлĕ ушкăн туса-и… Палăртнă кунччен туса пĕтермеллех.

Профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ, преступленисене уçса панă вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсене явăçтарас ыйтăва район хаçачĕн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина хускатрĕ. Унăн шухăшĕпе, йĕрке хуралçисем журналистсене пĕрле илсе, пичет кăларăмĕнче ку е вăл темăна çутатнин усси пулмаллах. Кунашкал сĕнĕве Александр Николаев ырларĕ кăна. «МИХсене явăçтармаллах», – пĕтĕмлетрĕ вăл.

Кăтартусене тишкернĕ май ытти пирки те сăмах хускатас килет, сăмахран, улталаса банк карточкисенчен укçа вăрлани çинчен. Кăçал кунашкал пулăмсем ÿснĕ, тĕслĕхрен, 37 преступление регистрациленĕ, 2015 çулта 1 (!) çеç пулнă. Виççĕшĕн ĕçне вĕçне-хĕрне çитернĕ, кунсăр пуçне чарса лартнă тĕслĕх те сахал мар. Асăнса хăвармалла, кун пек чухне полицейскисене улталакансен йĕрĕ çине тухма çав тери йывăр. Канашлура тата ытти чылай ыйтăва хускатрĕç, çавăн пекех штатри сотрудниксен ĕçĕ-хĕлĕ пирки те. Пытармалли çук, кирек хăш сферăра ĕç тухăçлăхĕ мĕнле пулни çынран нумай килет. Районти уйрăмра дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнисен йышĕ пĕчĕк мар, йĕркене пăсманнисене ура çине тăратсах шутларĕç – 10 яхăн сотрудник кăна. РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕнче халĕ те ăшă паманни (хăйсен хутса ăшăтмалли тытăм пулсан та) чуна парса ĕçлеменнисем валли шухăшласа кăларнă хăйне евĕрлĕ айăплав ахăр. Пÿлĕмсенче питĕ сивĕ…

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости