Хăравçă хоккейла вылямасть

Çак вăйă чăн-чăн арçынсем валли

Хоккей – спортăн чи хитре тата кăткăс тĕсĕсенчен пĕри. Кунта вăй та, хăвăртлăх та, çаврăнăçулăх та, лару-тăрăва çийĕнчех хаклама пĕлни те кирлĕ.

Шайбăлла хоккей вăййи республикăра та анлă сарăлчĕ. ЧР пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Чăваш Республика Правительствин тата Шупашкар хула администрацийĕн хоккей командисен тĕл пулăвĕнче ирттернĕ. Влаç органĕсен представителĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине суйлама хавхалантарнине çак вăхăтра республикăра пулнă РФ спорт министрĕн çумĕ Марина Томилова та палăртнă.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа Кÿкеçри «Олимпийски» стадионра та хоккей коробкинче турнир иртрĕ. Мероприятие Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев тата ЧР физкультура тата спорт министрĕн çумĕ Игорь Головин уçрĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе сезон вĕçĕнче пăр çинче Кÿкеç ял тăрăхĕнчи çамрăксен тата ветерансен хоккей командисем вăй виçрĕç. Кăçал та икĕ ăрăвăн тĕл пулăвĕ хĕрÿ иртрĕ. Кашни хоккеист хăйĕн хапхине вăйне шеллемесĕр, хастаррăн хÿтĕлерĕ. Ветерансем хирĕç вылякансене темиçе хут та çиçĕмле хăвăртлăхпа тапăнчĕç, хапхаçă сыхăлăхне çухатмарĕ. Матч çамрăксен çĕнтерĕвĕпе вĕçленчĕ: ветерансем 1:0 шутпа выляса ячĕç. Пĕлтерĕшлĕ шайбăна Юрий Игнатьев вăйăçă çапса кĕртрĕ. «Çамрăксем çакăн пек турнирсенче пире час-часах çĕнтереççĕ пулин те, савăнатпăр кăна. Тĕпрен илсен эпир вĕсене хоккей çулĕ çине тăратнипе тивĕçлипех мăнаçланма пултаратпăр. Пирĕн пек ăста командăна выляса илни çак яшсемшĕн пĕлтерĕшлĕ, каччăсем тренировкăсене хаваспах çÿреççĕ», – пĕлтерчĕ ветерансен командин хоккеисчĕ Владимир Вершинин.

Паян яшсене спортăн çак тĕсĕпе туслашма пур май та пур. Кÿкеç стадионĕнчи хоккей коробкинче выляма меллĕ. Хывăнмалли ăшă пÿлĕмре çи-пуçа улăштарса тăхăнма пулать. Юратнă спортсменсемшĕн «чирлес» текенсем вара трибунăран вĕсен вăййине сăнама пултараççĕ. Кÿкеç поселокĕ хоккей вăййин пуян историне упрать.

«Поселок команди тăватă теçетке çул республика тата ун тулашĕнчи ăмăртусене хутшăнать. 2004 çулта хоккей площадкине йĕркеленĕ, асфальтланă, анчах та вăл коробкăсăр пулнă. «Олимпийски» стадиона уçнă чухне пирĕн пата Олимп вăййисен чемпионĕ Вячеслав Фитисов килнĕччĕ. Хоккей коробкине вырнаçтарма планланине пĕлсен: «Юрать, тепĕр çул хоккей выляма килетĕп», – хавхалантарнăччĕ вăл. Тепĕр çулах хоккей коробкине турăмăр. Хоккеистсем – хĕрÿллĕ халăх. Хоккей коробки патне хăйсен вăйĕпех шыв пăрăхĕ, çутă тăсрĕç. Тренировкăсене каллех çÿреме тытăнтăмăр, тепĕр çулталăкран тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма пуçларăмăр», – тет 2000 çулсен пуçламăшĕнче Кÿкеçри çамрăксен хоккей командин вăйăçи пулнă, халĕ вара ветерансен йышĕнче вылякан Владимир Вениаминович.

Хоккей ветеранĕсен ĕçне çамрăксем малалла тăсни вара савăнтармасăр пултараймасть. Кÿкеçре çул ÿсĕмне кура виçĕ хоккей команди йĕркеленĕ. Паянхи кун Кÿкеç ял тăрăхĕнчи арçын ачасене Алексей Максимов тренер спортăн çак тĕсĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать. Вăл хăй 8 çултанпа Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубĕнче ăсталăхне туптанă. «Ачасем кашни кун черетлĕ вăййа чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пĕрремĕш хут пăр çине конькипе тухсанах вăйă вĕсене илĕртнине асăрхатăп. Сăнанă тăрăх, вунă çынран çурри ытла малашне те тренировкăсене çÿрет», – тет Алексей Валерьевич. Унăн вĕренекенĕсем республика турнирĕсенчен çитĕнÿсемпе таврăнаççĕ.

Шута илме

Мартăн 4-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Москакассинче Чăваш Республикин влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен йĕлтĕрпе чупассипе XVI спартакиади иртет.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости