Ырă сăмахпа çынсене çавăрнă

Çулталăка хыçа хăварсан кирек мĕнле организаци те хăйĕн ĕç-хĕлне тишкерет. Нумаях пулмасть «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ çырăнтару тапхăрне пĕтĕмлетрĕ.

Çĕнтерÿçĕсем паллă

Пытармасăр каласан, информаци ĕмĕрĕнче – Интернет хăйĕн авăрне ытларах та ытларах çынна çавăрса илнĕ вăхăтра – пичет кăларăмĕсене чăннипех те çăмăл мар. XXI ĕмĕрте хаçат-журнал пĕтет тени тÿрре тухманнине туйрăмăр ĕнтĕ. Кирек хăçан та алла тытса шĕкĕлчеме меллĕ пичет кăларăмне çырăнса илекенсем, вулакансем пурах-ха. Телее, «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ 2015-мĕш пĕрремĕш çур çулĕнче тиражне ÿстерчĕ. 2014 çулхи февраль уйăхĕ тĕлне тунă кăтарупа танлаштарсан кăçал çак тапхăрта 253 экземпляр ытларах çырăннă. Ку пархатарлă ĕçре почтальонкăсен тÿпи вышкайсăр пысăк, мĕншĕн тесен шăпах вĕсем куллен тенĕ пекех ялсене тухса çÿреççĕ, çынсемпе калаçаççĕ. Хаçат-журнала май килнĕ таран ытларах çынна çырăнтарасси – вĕсен ĕçĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

Кирек мĕнле ĕçре те хавхалантарни пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ виççĕмĕш хут ĕнтĕ «Чи лайăх почтальон» конкурс ирттерчĕ. Шупашкар район хаçатне чи нумай çырăнтарнисен ячĕсене палăртрĕ. Пĕтĕмлетÿ çапларах: Елена Николаева (Шăнкасра, Паçпакра хаçат-журнал валеçет) – 1-мĕш, Марина Голованова (Апашра, Туçикассинче) – 2-мĕш, Марина Светлова (Коснарта, Лакăрта, Хыркассинче) 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Палăртса хăвармалла: Елена Николаева асăннă конкурсра виççĕмĕш хут пĕрремĕш вырăна тухать. Хальхинче вăл хăйĕн участокĕнче район хаçатне 98 экземпляр çырăнтарнă. Асăнса хăварар: Паçпакпа Шăнкасра пурĕ 300 кил ытла. «Ытти çур çулхи кăтартуран кая юлас теменччĕ, анчах каллех малти вырăна тухасса шухăшламан та», – калаçса хавхаланăвне палăртрĕ хастар.

Марина Голованова та ăнăçуллисен йышĕнче, иккĕмĕш хутчен вăл 2-мĕш вырăна тухрĕ. Хальхинче «Тăван Ен» хаçата 71 экземпляр çырăнтарнă. 16 çул почтальонкăра ĕçлекенскер ялта пурăнакансене районăн пичет кăларăмне çырăнма мĕнле хавхалантарать-ха? Эпĕ пурне те: «Тăван Ен» лайăх хаçат. Вуламаллине çемьери кашни çын тупать. Çырăнăр», – тетĕп.

Марина Светловăн кăтартăвĕ вара – 67 экземпляр. Хĕпĕртенипе пĕрлех хăйĕн пăшăрханăвĕ çинчен те каласа пачĕ вăл. Малтан унăн участокĕпе çыхăннă почта уйрăмĕ Çĕнĕ Тренккассинче вырнаçнă пулнă, шкул çулне çитмен ачасем валли хушма ушкăн уçнă пирки вырăна пушатма тивнĕ. Çавăнпа та юлашки 2-3 уйăх унăн Çĕнĕ Тутаркассине çÿреме тивет. «Хĕлле кансĕртерех çав, транспортпа çитмелле, çулла велосипедпах чупăттăмччĕ…» – чунне уçрĕ хастар.

«Тăван Ен» хаçат редакцийĕн Тав хутне тата парнесене тивĕçнĕ почтальонкăсем малашне те хастар ĕçлеме шантарчĕç.

Пĕчĕк тишкерÿ

Маларах палăртрăмăр ĕнтĕ, çырăнтару тапхăрĕ мĕнле кăтартупа вĕçленесси почтальонкăсен тăрăшулăхĕнчен нумай килет. «Чи лайăх почтальон» конкурсра 1-3-мĕш вырăнсене йышăннисем редакцие пулăшассишĕн çине тăни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Вĕсем ытти почтальонсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ те. Районти ытти почта уйрăмĕсем пирки мĕн калама пулать-ха? Вырăнти пичет кăларăмне çырăнтарассипе мĕнлерех тăрăшаççĕ вĕсем? Почтăран панă кăтарту тăрăх акă мĕн калама пулать: вăтамран пĕр почтальонка 25-30 экземпляр хаçат çырăнтарнă. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, почтальонсен хушшинче 50 экземпляр çырăнтарнисем те пулчĕç, анчах çак кăтарту конкурс условийĕсене тивĕçтермест. Сăмахран, Ишек тăрăхĕнчи почта уйрăмĕ 2015 çулхи пирвайхи 6 уйăхра илсе тăмашкăн 181 экземпляр çырăннине пĕлтерчĕ. Унта 6 почтальонка вăй хурать. Хыркассинчи почта уйрăмĕнче «Тăван Ене» 176 экземпляр çырăннă, унта 7 почтальонка. Кÿкеçри почта уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле экземплярсен хисепĕ 469 (13 почтальонка). Тĕслĕхрен, Шемшерти почта уйрăмĕнчи почтальон 57 экзепляр пуçтарнă.

Ишлейри почта уйрăмĕнче 11 почтальонка тăрăшать. Хальхинчи кăтарту – 213 экз. Çĕнĕ Тутаркассинче кăçалхи çур çул валли «Тăван Ен» хаçата 50 экземпляр çырăннă, унта – 4 почтальонка вăй хурать.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости