Алимент тÿлеменшĕн – йĕплĕ пралук леш енне

Алимент тÿлемен çын пирки сăмах пуçарсанах, ахăртнех, чылайăшĕн умне арçын сăнарĕ тухса тăрать. Сăлтавĕ паллă ĕнтĕ – ытларах чухне вĕсем тăван ачисене çитĕнтермешкĕн пĕр пуспа та пулăшмаççĕ-çке, анчах та пур чухне те мар.

Алимент тÿлессинчен тарса пытанасси юлашки вăхăтра хĕрарăм «сăнĕллĕ» те пулма пуçларĕ. Акă Шупашкар районĕнче пулса иртнĕ пĕр тĕслĕх. 35-ри хĕрарăм хăйĕн тĕпренчĕкĕшĕн – 15-ри ачишĕн – укçа уйăрмасть. Темиçе çул ĕнтĕ! 2008 çулхи ноябрь уйăхĕнчех суд ăна тупăшĕн пĕрре тăваттăмĕш пайне тĕпренчĕкне памалли пирки йышăну кăларнă, анчах ку документа вăл ним вырăнне те хуман. Вăй питти çын пулсан та ниçта та ĕçе вырнаçман, çавăнпа та алимент та тÿлемен. Çавна май парăм 500 пин тенкĕрен те иртнĕ.

Законпа çăмăлттайланни мĕн патне илсе çитересси пирки йĕрке хуралĕн органĕсен представителĕсем ăна пĕрре мар асăрхаттарнă, анчах вăл хăлхана та чикмен. Нумай-и, сахал-и, ку хĕрарăмшăн та явап тытмалли самант çитнĕ иккен. Шупашкар район прокуратуринчен хыпарланă тăрăх, нумаях пулмасть ăна РФ УКĕн 157 статйин 1-мĕш пайĕпе (ачасене çитĕнтермешкĕн укçа-тенкĕпе пĕлсе тăрсах пулăшманни) суд тунă. Айăплав çирĕп тесен те йăнăш мар: хĕрарăм судпа айăпланнине шута илсе ăна 6 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварса колони-поселение ямалла тунă. Тен, йĕплĕ пралук леш енче амăшне ăс кĕрĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости