Нимрен нимĕр е тавара сутмалли чи лайăх меслет

«Халь навус сутмастпăр, май уйăхĕнчен кăна, çавăнпа та хакне калаймастăп», – кĕскен хуравларĕ трубка леш енчи сасă реклама щичĕ çинчи телефон номерĕпе шăнкăравласан.

Тĕрĕссипе, пире навус кирлĕ мар-ха, тислĕке ялта пурăнакан тăвансенчен те илме пулать. Ĕçĕ кунта пачах та урăххинче. Акă мĕнре: пĕр кунхине «Тăван Ен» хаçат редакцине Тутаркасси ял тăрăхĕнчен депутат кĕчĕ, Çĕнĕ Тутаркассине пырса кĕнĕ çĕрте çул хĕрринче вырнаçнă реклама щичĕ кăсăклантарса янă ăна, тĕрĕсрех каласан, вĕчĕрхентернĕ. Мĕншĕн? «Навус» тесе çырнă сăмах айĕнче 5 çăлтăр лартни килĕшмен иккен. «Мĕн тени пулать ку?! Пахалăха пĕлтерет-и?» – пиртен хурав кĕтнĕ евĕрех ыйтрĕ вăл сăн ÿкерчĕк кăтартса. Унпа эпир те кăсăкланса кайрăмăр…

«Çынсене хăйнеевĕрлĕхпе илĕртмелле, ыттисенчен уйрăлса тăракан, урăхла каласан, креативлă меслет шухăшласа кăлармалла. Ку тĕслĕхре реклама паракансем тĕп тĕллеве пурнăçлама пултарнă. Паллах, кама килĕшет вăл, кама килĕшмест. Ман шухăшпа, кунта никамăн, нимĕнĕн чысне те вараламан», – шухăшне пĕлтерчĕ опытлă пĕр дизайнер.

Ял тăрăх пуçлăхĕн тата навус сутакан организацин ертÿçин шухăшне те пĕлес терĕмĕр эпир.

Анатолий ФОМИН, Тутаркасси ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Рекламăра ним япăххине те курмастăп, ку – тавар сутмалли ăнăçлă меслетсенчен пĕри кăна. Кун пирки çынсенчен те нимĕнле ÿпкев те илтмен.

Сергей МИХАЙЛОВ, ял хуçалăх предприятийĕн управляющийĕ:

– Реклама щитне вырнаçтарнăранпа темиçе çул çитрĕ ĕнтĕ, ăна ку хуçалăхрах туса кăларнă, урăхла каласан, шухăшĕ – хамăрăнах. Кунта ăратлă выльăх усранăран çынсене çакнашкал меслетпе илĕртес терĕмĕр – пилĕк çăлтăр вырнаçтартăмăр. Тĕрĕссипе вара вăл, калăпăр, 5 çăлтăрлă хăна çурчĕн е 5 çăлтăрлă коньякăн пахалăхĕпе нимĕнле те танлашса тăмасть, каяш темĕнле уйрăмлăхпа палăрмасть пек туйăнать, вăл пур выльăх-чĕрлĕхĕн те пĕрешкел.

НАДЕЖДА ПРАВДИНА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости