Çыравçă та, полиграфист та

Рубрикăна малалла тăсса 1987-1991, 1993-1995, 1996-1999 çулсенче «Тăван Ен» хаçатра ĕçленĕ В.М. Савинкин пирки каласа парар-ха.

Владимир Савинкин 1960 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Серенкассинче кун çути курнă. Ялти тулли мар вăтам шкула, Мăн Этменти вăтам шкула (1978 ç), Çĕмĕрлери автошкула (1979 ç.), И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетне (1987 ç.) вĕренсе пĕтернĕ. Вăтам шкул пĕтерсен пĕр вăхăт тăван колхозра вăй хунă.

Совет çарĕнче службăра тăнă вăхăчĕ 1979-1981 çулсемпе тĕл килет Çартан таврăнсан Шупашкарти 1312-мĕш автоколоннăри водительте вăй хунă (1981-1987 çç.). Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ырă ята тивĕçнĕ. Ĕçленĕ хушăрах маларах асăннă аслă шкула пĕтернĕ.

Владимир Михайловичăн ĕçлĕ пурнăçĕнче 1987 çулта пысăк улшăну пулса иртет. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн пурнăçне журналистикăпа çыхăнтарать. Çывăх юлташĕ чĕннипе тата хăйĕн çыравçă пулас ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Шупашкар районĕнчи «Ленинец» хаçата ĕçе вырнаçать. Кунта вăл малтан корреспондентра, каярахпа çырусен пайĕнче ĕçлет – 1987-1989 çç. 1989 çулта пурнăçĕнче каллех улшăну пулса иртет. Çак çул ăна республикăри «Хресчен сасси» хаçата ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Кунта вăл 1989-1993 çулсенче моральпе право пай заведующийĕнче вăй хурать, пичет ĕçĕнче чылай опыт пухать.

Пултаруллăхне кура 1993 çулта В.М. Савинкин çыравçа Шупашкар районĕнче тухса тăракан «Тăван Ен» хаçат редакторне уйăрса лартаççĕ. «Ленинец» хаçат 1991 çулта «Тăван Ен» ятпа тухма пуçланă. 1993-1995 çулсенче вăл хаçатăн тĕп редакторĕнче вăй хурать. Паллах, вăл çулсенче райхаçатăн редакторĕ пулса ĕçлеме çăмăл пулман, 1991-1993 çулсенче арпашуллă улшăнусем пулса иртнĕ хыççăн çĕршыври чылай отрасль йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Вăл шутра полиграфинче те. Совет Союзне пĕтернĕ хыççăнхи çулсенче хаçата пичетленекен материалсен тематикине чылай улăштарма тивнĕ. Çакна Владимир Савинкин редактор кирлĕ шайра тытса пыма тăрăшнă.

1995 çулта Владимир Михайлович ĕçне улăштарать. Вăл Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче пресс-служба ертÿçинче тăрăшма тытăнать. Унта 1996 çулччен вăй хурать. Пурнăç кустăрми ăна тепĕр хут Кÿкеçе çитерет. Виçĕ çул райхаçат редакторĕн заместителĕнче вăй хурать.

Çав вăхăтри йывăр пурнăçа йĕркелесе пыма ăна çыравçă пулни кăна çителĕксĕр пек туйăнать. Малалли ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе вăл 1999 çулта «Кугесьский издательский дом» типографие менеджер тата маркетинг пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçе вырнаçать. Унта 2005 çулччен вăй хурать, малашнехи ĕçе валли полиграфи тĕлĕшĕпе пысăк опыт пухать.

2005 çулта В. Савинкин пурнăçĕнче каллех улшăну. Çав çул вăл уйрăм предприниматель пулса типографи уçать. Малтанлăха тĕрлĕ бланксем хатĕрленипех çырлахать. Çулран-çул типографи ĕçĕсем анлăлансах пыраççĕ. 2012 çулта «Своя типография» («Хамăн типографи») ООО хутса ярать.

В.М. Савинкин – Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ, Раççей журналисчĕсен союзĕн хисеп хутне илме тивĕç пулнă. Ăна çавăн пекех ВЛКСМ Тĕп комитечĕн «Пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» (1983 ç.), РСФСР автомобиль транспорчĕн министерствин «За работу без аварий» III степеньлĕ знакĕсемпе наградăланă.

Владимир Савинкин – активлă общественик, Хĕрлĕ Чутайсен Шупашкарти «Чавал» ентешлĕхне йĕркелесе яракансенчен пĕри, ентешлĕх канашĕн ертÿçин çумĕ. Чăваш наци конгресĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн председателĕн çумĕ, чăваш наци мероприятийĕсене ирттерме пулăшаканĕ, Чăваш Республикин патшалăх канашĕн, культура министерствин Тав хучĕсен хуçи.

ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ, КИПЕККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости